Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Интернет-олимпиада вӗҫленчӗ.

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.04.2008 20:54 | 2208 хут пӑхнӑ

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗпе 5-мӗшӗ хушшинче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалланӑ олимпиада иртрӗ. Хутшӑнакансен http://pedkanash.chuvash.org сайтра аслӑ вӗрентӳҫӗн пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ 12 ыйту ҫине хуравлама тивнӗ. Ыйтусемпе пурӗ 352 ҫын паллашнӑ теме пулать, вӗсенчен 291-шӗ хуравсене ярса панӑ. Шел те, пур хуравсене те йышӑнма май килмен — хӑш-пӗрисене йӑнӑшла тултарнине пула пӑрахӑҫлама тивнӗ. Ҫапла май олимпиадӑна 205 хурава йышӑннӑ.

 

Олимпиада пӗтӗмлетӗвӗсем вара ҫапла:

11 класс

* Поручиков Владимир, Шупашкар хули, 2-мӗш лицей (вӗрентекенӗ Михеев П.П.) - 1-мӗш вырӑн,

* Трофимова Анастасия, Шупашкар хули, 6-мӗш шкул (вӗрентекенӗ Поручикова Э.Н.) – 2-мӗш вырӑн,

* Григорьева Юлия, Йӗпреҫри 1-мӗш шкул (вӗрентекенӗ Козлова И.Н.) – 3-мӗш вырӑн,

 

10 класс

* Иванов Александр, Муркаш районӗнчи Москакасси шкулӗ (вӗрентекенӗ Матросова М.Г.) – 1-мӗш вырӑн,

* Шнуров Дмитрий, Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗ (вӗрентекенӗ Николаева А.М.) – 2-мӗш вырӑн,

* Андреев Андрей, Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке шкулӗ (вӗрентекенӗ Михайлова Е.М.) – 3-мӗш вырӑн,

 

9 класс

* Петрова Марина, Шупашкарти 4-мӗш лицей (вӗрентекенӗ Ильина А.Ю.) – 1-мӗш вырӑн,

* Сборщик Максим, Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш шкул (вӗрентекенӗ Александрова З.Е.) – 2-мӗш вырӑн,

* Яковлева Кристина, Шупашкарти 47-мӗш шкул (вӗрентекенӗ Власова И.В.) – 3-мӗш вырӑн

 

8 класс

* Барханова Вероника, Комсомольски районӗнчи Тӑманлӑ Выҫли шкулӗ (вӗрентекенӗ Шингалева) - 1-мӗш вырӑн,

* Алексеева Алена, Муркаш районӗнчи Ҫӗнъял Оринин шкулӗ (вӗрентекенӗ Алексеева В.И.) - 2-мӗш вырӑн,

* Кириллова Анастасия, Елчӗк районӗнчи Ҫуткӳль шкулӗ (вӗрентекенӗ Векова Л.Н.) – 3-мӗш вырӑн.

 

Chuvash.Org пӗрлӗх пур ҫӗнтерӳҫӗсене те саламлать, ҫитӗнӳсем сунать!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#олимпиадӑсем, #чӑваш чӗлхи, #Шупашкар, #шкулсем, #Шупашкар районӗ, #Муркаш районӗ, #Колмсомольски районӗ, #Елчӗк районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем