Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Пӗрремӗш Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ Я.А.Абрамов палӑкне ҫитес ҫул уҫӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 24.10.2013 21:00 | 1588 хут пӑхнӑ
Персона Пӗрремӗш Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ Я.А.Абрамов
Пӗрремӗш Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ Я.А.Абрамов

Красноармейски районӗн вырӑсла сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Упи ялӗн тӗп урамӗн лапамӗнче кунта ҫуралса ӳснӗ тата Раҫҫей I Патшалӑх Думинчи эсерсен фракцийӗн депутачӗ пулнӑ Я.А.Абрамов ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине паллӑ туса тата ӑна халалласа сквер уҫнӑ.

Абрамов Яков Абрамович — Пӗрремӗш Патшалӑх Думин депутачӗ. 1873 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Упи ялӗнче ҫуралнӑ. 1934 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче вилнӗ. Унӑн ултӑ ача пулнӑ.

Пурнӑҫӗ: Тӑван ялти чиркӳ-прихут шкулӗнче вӗреннӗ. 1888 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1890 ҫулхи акан 20-мӗшӗччен Хусанти учительсен семинарийӗн хатӗрленӳ класӗнче пӗлӳ пухнӑ. Унӑн авторитечӗ тӑван ялӗнче питех те пысӑк пулнӑ. Патшалӑх Думине суйлама вӑхӑт ҫывхарсан хӑй шухӑшне калама пултаракан ҫамрӑка ял ҫыннисем вулӑс пухӑвне суйласа яраҫҫӗ. Унтан ҫул Етӗрне уес пухӑвне выртать. Каярах сӑпайлӑ 33-ри Якова Хусан кӗпӗрнинчи суйлавҫӑсен Пухӑвӗ Патшалӑх Думин членне суйлать. 1906 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче Пӗрремӗш Патшалӑх Думине лекнӗ.

Асӑннӑ тапхӑрта Яков Абрамович нимӗнле партире те тӑман-ха. Пӗрремӗш Патшалӑх Думи хӑйне салатса яриччен 72 кун ӗҫленӗ. Дума 1906 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш енрен икӗ депутат — Я.А. Абрамов тата К.В. Лаврский юрист хутшӑннӑ.

Я.А. Абрамов «Хыпар» хаҫатӑн чи активлӑ ҫыравҫи пулнӑ Н.В. Никольскипе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ.

Пӗрремӗш Дума правительствӑн саккунпа килӗшсе тӑман ӗҫӗ-хӗлӗ пирки депутатсем чылай ҫивӗч ыйтусемпе запрос ҫӗкленӗ. Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ патша ку Пухӑва салатса янӑ та ӗнтӗ.

Я.А. Абрамов яла таврӑннӑ. Ӑна Упи вулӑс старшинине, вулӑс ӗҫ тӑвкомӗн председательне ҫирӗплетнӗ. Яков Абрамович Етӗрне уесӗнчи, каярах Хусан кӗпӗрнин ҫӗр управисен членӗ пулнӑ. 1918 ҫулта Етӗрнери уесри вак кредит кассин пуҫлӑхӗнче, кайран Упи вулӑсӗнче потребительсен обществин ертӳҫин секретарӗнче ӗҫленӗ.

Сквера чаплӑ лару-тӑрура уҫма Красноармейски район пуҫлӑхӗ Григорьев В.Н., район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Молотков С.Л., ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Степанов Ю.В., Раҫҫей Патшалӑх Думинчи «Тӗрӗслӗхлӗ Раҫҫей» парти фракцийӗн депутачӗ Аксаков А.Г. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николаев В.И., Краснов П.С., Кушев И.А., Николаев О.А.; Чӑваш Республикинчи муниципалитетсен пӗрлешӗвӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Николаев С.А. килсе ҫитнӗ.

Пухӑннисем сквера уҫнӑ хыҫҫӑн Я.А.Абрамовӑн пулас палӑкӗ вырӑнне чул хурса хӑварнӑ, тавралла йывӑҫсем лартса илемлетнӗ. Палӑка 2014 ҫулта ҫуркунне уҫма палӑртнӑ.

Уявӑн иккӗмӗш пайӗ Упи ял тӑрӑхӗн клубӗнче иртнӗ. Вӑл савӑнӑҫлӑ концертпа вӗҫленнӗ.

#Упи, #Упи ял тӑрӑхӗ, #палӑксем, #Красноармейски районӗ, #скверсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем