Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен «Контактра» халӑх тетелӗнчи официаллӑ пабликӗнчи постсенчен пӗрин айне Геннадий Ложков
ятлӑ ҫын ҫапла комментари ҫырса хунӑ: «Чӑваш чӗлхине ялти ачасене вӗрентни ҫинчен калаҫяҫ-и?».
Комментарие вуласан республикӑн Вӗрену министерстви чӑвашла хуралавланӑ. Унта вӑл ҫапларах пӗлтернӗ:
«Хальхи вӑхӑтра ҫӗр-шыв ертӳҫи Раҫҫейӗн тӗп пуянлӑхӗ - унӑн ҫыннисем пулни ҫинчен час-часах калать. Тӗрлӗ национальность, тӗн вӗрентӗвӗм, политика ӗненӳсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсем те пур. Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра икӗ патшалӑх – вырӑс тата чӑваш чӗлхисене вӗренмелли мӗнпур условисем йӗркеленӗ. Кӑҫал вӗренӳ ҫулӗнче республикӑри шкулсенче 1-11 классенчи шкул ачисен 73,5 процентне яхӑн вӗренеҫҫӗ, ҫав шутра тӑван чӑваш чӗлхи 50,1 %».
Agabazar // 3055.97.2779
2026.01.19 14:56 | |
Хамарьял // 2029.78.4548
2026.01.20 12:21 | |
ЮМАХ ЯРАССЁ 73.5 50. 1 % ? | |
Agabazar // 2318.82.1837
2026.01.21 13:35 | |
«Ятлă ҫын» мар, «ятне кăтартнă ҫын» темеллеччĕ пуль. | |
Анонимла // 1858.7.1391
2026.01.21 22:06 | |
Суя ответ! Хамӑн мӑнуксем те Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ те ачисем чаваш урокӗсене вӗренмеҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ суйлать, вӗренмелле е ҫук. Пӗр мӑнукӗ тата пачах та пӗр сӑмах та пӗлмест, эп чӑвашла калаҫсан мӑртт тӑвать. Ашшӗ-амӑшӗ тӗп чӑвашсем пулсан та.Асли те калаҫмасть, анчах та вӑл ӑнланать-хе. Халь ялта ачасене вырӑсла калаҫса ҫитӗнтереҫҫӗ. развивать тӑваҫҫӗ, садикре вырӑсла, мероприятисем вырӑсла. Чӑваш чӗлхине хамӑрах пӗтеретпӗр, тем пек вырӑс пулас килсен те чӑваш ҫынни сӑн тӑрӑхах вӑл вырӑс марри паллӑ, интонаци те пирӗн вырӑссенчен урӑхларах. | |
Agabazar // 2318.82.1837
2026.01.22 00:15 | |
«Ятлӑ ҫын» тени сумлӑ, авторитетлӑ ҫын тенине пӗлтерет. Ятлӑ ҫынна ял савать. Ялти ятлӑ яшӑсем. | |
Ванюк // 3339.39.9939
2026.01.23 12:10 | |
Улталама лайӑх вӗреннӗ, улталасах чӑваш чӗлхине пӗтерсе пыраҫҫӗ. | |
Agabazar // 4226.92.4990
2026.01.23 14:46 | |
Цитата: Чӑваш чӗлхине хамӑрах пӗтеретпӗр Цитата вӗҫӗ. Ну ан пӗтер эппин. Пӗтерме пӑрах. Пӗтерме пӑрах та вара ҫав тери чаплӑ пурнӑҫ пуҫланса каять. Кам вӑл ҫав «хамӑрах» текенни? Пӗри — эсӗ, тейӗпӗр (мӗншӗн тесен ху йышӑнатӑн). Ыттисем — камсем? | |

Мĕнпур умсăлтавсем пур.