Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Ют ҫӗршыв ҫыннисем трактор савутӗнче ӗҫлеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 19.10.2013 14:33 | 1546 хут пӑхнӑ
Экономика

Ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫе илнине тишкерсе республикӑра ҫулсерен пӗтӗмлетеҫҫӗ иккен. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 176 предприяти-организацире ют ҫӗршыв ҫыннисем 570-ӑн ӗҫлеҫҫӗ иккен. Вӗсенчен ҫуррине яхӑнӗ (47,2 проценчӗ) тирпейлекен отрасльте тар тӑкать-мӗн. Сӑмах май, маларах асӑннӑ йышран 100 ытла ҫын трактор тӑвакан савутра вӑй хурать. Суту-илӳре тӑрӑшакансем — мӗнпур йышӑн 16 проценчӗ, 11 проценчӗ — строительствӑра, 4,7 проценчӗ — ял тата вӑрман хуҫалӑхӗсенче, 1,8 проценчӗ — транспорт отраслӗнче. Урӑх енпе тӑрӑшакансем те пур.

Пирӗн патра тӗпленнисенчен 64,9 проценчӗ — Узбекистан ҫыннисем, 10,9 проценчӗ — Таджикистанран, 9,2 проценчӗ — Арменинчен, 5,5 проценчӗ — Украинӑран. Ытти ҫӗршыв ҫыннисем те пур паллах. Ют ӗҫртен килнисен хушшинче обрубщиксем, поварсем, пулӑшуҫӑ-рабочисем, штукатурсем, формовщиксем, каменщиксем, грузчиксем, ҫӗвӗҫсем тата ыттисем пур. Маларах асӑннӑ цифрӑсем официаллӑ ҫӑлкуҫ пӗлтерни тӑрӑх. Вӑрттӑн ӗҫлеттерекенсемпе ӗҫлекенсем те, ахӑртнех, ҫук мар-тӑр…

#ӗҫ вырӑнӗсем, #ют ҫӗршыв ҫыннисем, #трактор савучӗ, #хуҫалӑх

 

Комментари:

Атл // 8436.6.0273
2013.10.20 15:18
570-ĕн?арçынсем аякра - вырăн ăшăтакансем пуль.. Вырăсланмаç -китайланаç чăвашсем. Мулкачран хăракан кашкăр "алне" лекет.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем