Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 11-мӗш «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестиваль пӗтӗмлетӗвӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 31.03.2008 21:06 | 1831 хут пӑхнӑ

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Красноармейскинче черетлӗ 11-мӗш «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестиваль иртрӗ.

 

Фестивале Красноармейски районӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Н.И. Антонов уҫрӗ. Тивӗҫлӗ ҫынсене тӗрлӗ хутсемпе парнесем парса тухнӑ хыҫҫӑн концерт пуҫланчӗ. Конкурса хутшӑнакансем 4 сехет хушшинче 40 юрӑ патнелле юрласа пачӗҫ — пурин те тенӗ пекех пӗрремӗш вырӑна йышӑнас кӑмӑл пысӑк пулчӗ.

 

Те вӗсен районӗнчи ушкӑнсемпе юрӑҫсем пӗрремӗш вырӑна йышӑнманнине пула, те урӑх сӑлтава пула ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсене вӗсен сайтӗнче тупма йывӑр. Мӗнех, шыраса пӑхар.

 

* Чи чаплӑ хор произведенийӗ: ку номинацире кам мала тухни паллӑ мар;

* Вокал ушкӑлӗ валли ҫырнӑ чи чаплӑ произведени — маларах асӑнтӑмӑр ӗнтӗ, ку номинацире Шупашкар районӗнчи Анатолий Печников ҫӗнтернине;

* Пӗччен юрлакан валли ҫырнӑ чи чаплӑ произведени: кунта кам мала тухни паллӑ мар;

* Ача-пӑча валли ҫырнӑ чи чаплӑ произведени: кунта тахӑшӗ малал тухнӑ ӗнтӗ, паллӑ мар;

* Халӑх юррине чи лайӑх илемлетни: ку номинацире те кам мала тухни паллӑ мар;

* Чи лайӑх юрлакан хор: тахӑш хорӗ лайӑхрах юрланӑ ӗнтӗ...;

* Чи лайӑх юрӑҫ: ку номинацине Кӳкеҫри культура ҫуртӗнчи ансамбльте юрлакан Ирине Беспалова тивӗҫрӗ.

* Чи лайӑх юрлакан вокал ушкӑнӗ: Элӗкри культурӑпа кану центрӗнчи волкал ушкӑнӗ ку номинацире хӑйне ыттисенчен лайӑхрах кӑтартрӗ.

* Чи лайӑх эстрада юрри: паллӑ мар ҫав.

 

Тем тесен те информаципе тивӗҫтернишӗн конкурса йӗрелекенсене хулӑм «иккӗ» лартмалла. Жюрире кам ларнине парӑртса хӑварнӑ, ҫӗнтерӳҫисем пирки вара пӗр сӑмах та пулин ҫырман. Номинацисем нумай, ҫӗнтерӳҫисем вара виҫҫӗн ҫеҫ. Юрать хӑш-пӗр район сайчӗсем хӑйсен енчи ҫӗнтерӳҫӗсене саламлани пур — унтан кирлине тупса кӑларма пулать. Ытти енчен вара пуш-пушӑ.

 

Санӳкерчӗксен галерейи

#Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем, #Красноармейски районӗ, #фестивальсем, #Красноармейски, #Шупашкар районӗ, #Элӗк районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем