Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр региона тахҫанах циклон ҫитнӗ. Пире вара ку енӗпе ӑннӑ – халӗ те антициклон хуҫаланать.
Анчах вӑл пирӗн патран майӗпен кайма тытӑнӗ. Шӑматкун 13-18 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вара кӗрхи ӑмӑр ҫанталӑк пирӗн пата та ҫитӗ. Ҫапах та кун ҫумӑрсӑр иртӗ.
Тунтикун ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Эрне тӑршшӗпех ӑмӑр ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫил те вӑйланӗ. Кӑнтӑрласерен 7-9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 2-4 градус ӑшӑ.
Пӗр эрнерен пӗлӗтсен ҫӳллӗшӗнчи сывлӑш 5 градус таран сивӗнӗ, ҫавна май юр та ӳкме пултарӗ. Ҫапах хӗлле халех килмӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх. Сивӗ ҫанталӑк виҫҫӗмӗш декада варричченех пулӗ.