Ҫитес ҫултан кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ виҫе ӳсӗ. Вӑл 27093 тенкӗпе танлашӗ. Кун пирки Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин правительство ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Хальхипе танлаштарсан, виҫе 20 ытла процент ӳсӗ. Ку мера 4,5 миллион ытла ҫыннӑн ӗҫ укҫине ӳстерме пулӑшать. Палӑртмалла: паянхи кун пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ виҫе 22440 тенкӗпе танлашать. 2024 ҫулта вӑл 19242 тенкӗ пулнӑ.