Чӑваш Енре чи лайӑх пахчаҫӑна суйланӑ.
Ку ята.Екатерина Аввакумова тивӗҫнӗ. Вӑл — агроном, пахчаҫӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарти теплица комплексӗнче ӗҫлет.
Вӑл «Профессире чи лайӑххи» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Дмитрий Кабаковпа Валерий Григорьев йышӑннӑ. Вӗсем конкурсра тӗрлӗ культурӑн вӑррисене уйӑрнӑ, вӗсене мӗнле акмалли пирки каласа кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне салат калчисене хак панӑ.
Екатерина республика чысне Раҫҫей шайӗнчи конкурсра хӳтӗлеме кайӗ. Конкурс Вологда облаҫӗнче иртӗ.