Шупашкарта пурӑнакан Фроловсем ылтӑн туйӗнче наци тумне тӑхӑннӑ.
Мӑшӑр 1975 ҫулта пӗрлешнӗ, ҫак таранччен ҫемье ӑшшине упраса хӑварнӑ. Вӗсем паянхи кун та общество ӗҫӗсене хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Екатерина Сильвестровна пир-авӑр комбинатӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ, халӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли нуски ҫыхать. Николай Николаевич — ӗҫ ветеранӗ, Трактор заводӗнче токарьте 43 ҫул ӗҫленӗ.
Ылтӑн туй кунӗнче мӑшӑр, 50 ҫул каяллахи пекех, пӗр-пӗрне ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑ.