Республикӑн Наци вулавӑшӗнче чӑваш музыка пӗлӗвне йӗркелекенӗн, Михаил Кондратьев профессорӑн, академикӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ҫав ятпа унӑн ӗҫтешӗсем, тӳре-шарасем тата ыттисем пухӑннӑ.
Михаил Кондратьев Атӑлҫипе Урал тӑрӑхӗнче ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ ятне малтанласа тивӗҫнӗ ӑсчах. Вӑл тӗрлӗ енлӗ тӗпчевҫӗ пулнипе палӑрса тӑрать. Михаил Кондратьев Хусанти консерваторине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкара таврӑниччен пирӗн Юрий Илюхин музыковед кӑна пулнӑ.
Михаил Григорьевич 1948 ҫулта Владивосток хулинче инженер-строитель ҫемйинче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ, Григорий Ильич, Шупашкар районӗнчи Хачӑкра ҫуралнӑ.
Михаил Кондратьева паян чӑваш ӳнерӗнче кӑна мар, унӑн тулашӗнче те пӗлеҫҫӗ. Вӑл музыка пӗлӗвӗн чӑваш шкулне йӗркелекенӗ шутланать.
Сӑнсем (7)
Agabazar // 2122.9.8496
2013.10.07 01:22 | |
Юрий Илюхин пулнă пулсан, йĕркелекенĕ те вăлах пуль ĕнтĕ... Дипломсăр тĕпчевçĕсем çине те снобистла хăяккăн пăхмалла мар пуль... |