Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Михаил Филимонов — 2008-мӗш ҫул вӗрентевҫи ята тивӗҫрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.03.2008 18:57 | 2304 хут пӑхнӑ

Красноармейски районӗнче ҫулталӑк вӗрентевҫине 1992 ҫултанпах суйлаҫҫӗ. Унтанпа нумай вӑхӑт иртрӗ — кашни ҫул чи лайӑх вӗрентевҫӗне суйлама районти вӗрентӳ системин чи лайӑххисем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Чи сумлисенчен ыттисем яланах вӗренме, вӗсен шайне ҫитме тӑрӑшаҫҫӗ.

Кӑҫалхи конкурс «Ҫирӗп кӗлеткере ҫирӗп ӑҫ» ятпа иртрӗ. Конкурса ҫавна май ҫак тӗллеве ҫирӗп тытса пырса верентекен вӗрентӳҫӗсем хутшӑнчӗҫ. Пурӗ районти 9 шкултан пулчӗҫ вӗсем.

Пушӑн 28-мӗшӗнче вара район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн информаципе методика пӳлӗмӗнче конкурса пӗтӗмлетсе унта хутшӑннӑ вӗрентӳҫӗсене саламларӗҫ.

* Алманч шкулӗн пуҫламӑш классен вӗрентӳҫи Антонина Леонидовна Николаева «Шыраса тупнӑ методика» номинацире ҫӗнтерчӗ.

* Красноармейскинчи 2-мӗш шкулта математикӑна вӗрентекен Надежда Владимировна Андреева «Пултаруллӑ проект» номинацине тивӗҫрӗ.

* Пикшик шкулӗн пуҫламӑш классен вӗрентӳҫи Наталия Эдуардовна Тихонова «Педагогика импровизацийӗсем» номинацине тивӗҫрӗ.

* Упи шкулӗнче вӗрентекен Сергей Юрьевич Федоров «Вӗрентевҫӗ – сценарист» номинацире пӗрремӗш вырӑна тухрӗ.

* Чатукасси шкулӗнче физика предметне ачасене вӗрентекен Зоя Геннадьевна Доментьева вара «Ачасене кӑмӑла кайнӑ вӗрентевҫӗ» номинацире ҫӗнтерчӗ.

* «Ҫирӗп кӗлеткере ҫирӗп ӑҫ» номинацине Упи шкулӗнче биологине вӗрентекен Любовь Валентиновна Фролова илме тивӗҫлӗ пулчӗ.

* «Ырӑ ӗҫсен ҫулталӑкӗ» номинацире Мӑн Шӗтме шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературӑна вӗрентекен Галина Григорьевна Яковлева ҫӗнтерчӗ.

* «Ҫемье ҫулталӑкӗ» номинацине Карай шкулӗнче право пӗлӗвӗн кӳртӗмне вӗрентекен Любовь Семеновна Проклова илчӗ.

 

«2008-мӗш ҫул вӗрентевҫи» ята «Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗнче» историне вӗрентекен Михаил Анатольевич Филимонов тивӗҫрӗ. Парнесӗр пуҫсӑр ӑна «Атӑл» санаторине каймалли путёвка та пачӗҫ.

 

Пирӗн пӗрлӗх пурне те тивӗҫлӗ ҫӗнтерӳпе саламлать, ырлӑх-сывлӑх сунать. Малалла та тӑрӑшса ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентӗр, тӗрӗс пӗлӳ парӑр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Пикшик, #конкурссем, #шкулсем, #Красноармейски районӗ, #Красноармейски, #Алманч, #Чатукасси, #Мӑн Шетмӗ, #Трак, #Карай

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем