Ҫеҫпӗ Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалах ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ сезона ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хупӗ. Ҫав кун унта куракансене Ева Лисинӑн «Ҫӑкӑр чӗлли» калавӗ тӑрӑх лартнӑ спектакле кӑтартӗҫ.
Ева Лисина калава Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑнхи ҫулсенче выҫӑпа вилнӗ ачасене асӑнса ҫырнӑ. «Ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ ҫемьен йывӑр пурнӑҫӗ калавра хӗрача куҫӗпе уҫӑлса пырать. Ҫула май чӑваш халӑхӗн наци характерӗ те курӑнсах тӑрать кунта.
«Ҫут тӗнчере савӑнӑҫпа хурлӑх пӗр тан валеҫӗнес пулсан, ман ҫӗршывӑм тахҫанах ырӑлӑхра пурӑнмалла», – пӗтӗмлетсе калать автор вӗҫӗнче», — хыпарланӑ театр сайтӗнчи анонсра.