Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ ҫӗклеҫҫӗ. Вырӑнти администрацире пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство графикпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Ӗҫе пурнӑҫлаканни «Строитель ПЛЮС» организаци. Халӗ унта никӗс яма тытӑнасшӑн.
Физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ 2987 тӑваткал метр лаптӑкӗш пулӗ. Проектпа пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, унта тренажер, фитнес, аэробика залӗсем, универсаллӑ вӑйӑ залӗ тата ытти пулӗ.
ФОКа 2026 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче туса пӗтермелле.