Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунне паллӑ турӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 01.10.2013 17:39 | 1909 хут пӑхнӑ

Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунне Хӗрлӗ Чутай районӗнче анлӑн паллӑ турӗҫ. Хӗрлӗ Чутайри культура центрӗнче вырӑнти ал ӑстисен куравне йӗркеленӗ. Раиса Аксакова, Евдокия Сергеева, Надежда Афанасьева, Зоя Перепелкина, Зоя Ярабаева, Ольга Михопарова кашни япалана чунне парса ӑсталанӑ.

Хӗрлӗ Чутай район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пухӑннисене уяв ячӗпе чунтан саламларӗ, аслӑ ӑрури ҫынсене ҫӗршыва ҫӗклеме пулӑшнӑшӑн, ырми-канми ӗҫленӗшӗн чунтан тав турӗ. Пухӑннисене ҫавӑн пекех районти социаллӑ хӳтӗлев пай начальникӗ Вера Ярабаева саламларӗ. Районти халӑхӑн 39 проценчӗ пенсионерсем. Пурӗ 6 043 ҫын пенси илсе тӑрать, 5 080-шӗ пенси ҫулӗ ҫитнипе ватлӑхра илсе тӑракан пенси 7 700 тенкӗпе танлашать. Районта хальхи вӑхӑтра 30 вӑрҫӑ ветеранӗ, 229 вӑрҫӑ участникӗн тӑлӑх арӑмӗ, 777 тыл ӗҫченӗ, 2 663 ӗҫ ветеранӗ. Мӗнле уяв-ха чыславсӑр?

Раиса Аксакова, Федор Алексеев, Зоя Волкова, Юлия Дадюкова, Вера Ельмова, Людмила Зверева, Геннадий Ильин, Галина Ильина, Николай Ладайкин, Зоя Магаськина, Никодим Матвеев, Николай Мемедейкин, Владимир Нагоров, Маргарита Огонькова, Галина Осипова, Зоя Перепелкина, Зоя Самылкина, Ольга Сергеева, Леонид Тверсков, Николай Трифонов, Александр Трофимов, Геннадий Ухлинов, Валентина Федорова, Валентин Харитонов, Валентина Харитонова, Владимир Храмов, Фрида Храмова, Галина Чумакова, Зоя Ярабаева, Мария Яхатина тата Порфирий Волков район администрацин Хисеп хутне илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Уява хутшӑннисем пухӑннисене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, сӑвӑ-юрӑпа пухӑннисене савӑнтарчӗҫ.

Чыс та мухтав сире, эпир сирӗнпе мухтанатпӑр, пурне те канлӗ ватлӑх, ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.

Сӑнсем (104)

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #ваттисен кунӗ, #уявсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем