Красноармейски округӗнчи Вӑрманкас ялӗнче 84 ҫулти кинемей ҫухалнӑ. Вӑл ӑс-тӑнпа арпашать, туяпа аран ҫӳрет. Хӑш чухне канӑҫсӑрлансан килтен аякка кайма пултарать.
Малтан кинемее тӑванӗсем хӑйсемех шыранӑ, анчах тупайман. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре полицирен пулӑшу ыйтма тивнӗ.
Малтан оперативниксем тавралӑхра шыранӑ. Кайран вырӑна Артем Артемьев кинолог нимӗҫ овчаркипе Арчипе килнӗ. Йытӑ йӗр ҫине ӳкнӗ те ҫухрӑм ҫурӑ кайса кинемее тупнӑ. Ватӑскере хӑратас мар тесе кинолог йытта ун ҫывӑхне яман. Кинемее киле мӑнукӗсем ҫавӑтса кайнӑ.