Архангельск облаҫӗнче Чӑваш Енри ҫухалнӑ арҫынна тупнӑ. Вӑл унта машинӑпа тиевпе кайнӑ та ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Тӑванӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем арҫын тиевпе вырӑна ҫитнине палӑртнӑ. Кайран вӑл малалла кайнӑ. Кӗҫех унӑн машинине вӑрман ҫывӑхӗнче тупнӑ. Арҫынна вӑрманта шыранӑ.
Тупнӑ. Вӑл апат ҫименнипе хавшанӑ, ӑна вӑрӑм тунасем ҫыртса пӗтернӗ. Арҫын хӑй ӑҫтине те, кам пулнине те ӑнланман.
Каярахпа вӑл Чӑваш Енрен пулнине, кам иккенне аса илме пуҫланӑ. Ҫул ҫинче унӑн пуҫӗ вӑйлӑ ыратма пуҫланӑ иккен, ҫавӑнпа вӑл тӑна кӗме ҫулран пӑрӑннӑ. Арҫынна илме тӑванӗсем килнӗ.