Ӗҫе кайсан е профессие пула шар курнӑ ҫынсем Чӑваш Енри санаторисенче сипленейӗҫ. Кун пирки Социаллӑ фондӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Асӑннӑ уйрӑм санаторипе курорта кайса сипленме путевкӑсем парать. Анчах ӑна илме медицинӑпа социаллӑ экспертиза бюровӗ хатӗрленӗ ятарлӑ программа пулмалла. Санаторире сипленме ҫыннӑн эпир маларах асӑннӑ фондӑн уйрӑмне заявлени памалла. Е патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ, е уйрӑмӑн клиент службине ҫитсе.
Чӑваш Енре 4 санаторие кайма пулать. Вӗсем ҫаксем: «Чӑваш Ен», «Чӑваш Ен курорт», «Волжские зори» тата «Надежда».