Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш артисчӗсем Пушкӑртстана тухса кайнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 30.09.2013 22:09 | 1612 хут пӑхнӑ

Театрсем ҫуллахи вӑхӑтра гастрольсем тӑрӑх ҫӳренине кашниех пӗлетпӗр. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ. Хӑш-пӗр театр халӗ, ав, ӗҫе кӳлӗнчӗҫ ӗнтӗ. Ҫитес уйӑхӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫӗнӗ сезон уҫӗ.

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе театр чаршавӗ кӑҫал та «Ялта» спектакльпе уҫӑлӗ. Хупма та унпа хупнине, уҫма та унпа уҫнине театрӑн тӗп режиссерӗ ку спектакльте мӗнпур труппа вылянипе сӑлтавлать.

Хальлӗхе вара сцена ӑстисем Пушкӑртстанра пурӑнакан йӑхташӑмӑрсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ. Гастроле вӗсем Александр Пӑртта пьесипе лартнӑ «Килех килчӗ Тур ҫырни» спектакльпе тухса кайнӑ. Театршӑн вӑл ҫӗнӗ спекталкьсенчен пӗри. Ӗнер Стерлӗ (Стерилитамак) сцени ҫинче вылянӑ, паян — Ӗпхӳре, ыран Толбазӑра, виҫмине — Пелепейре, юпан 3-мӗшӗнче — Пишпӳлекре.

#театрсем, #чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ, #Пушкӑртстан, #Пелепей, #Стерлӗ, #Пишпӳлек, #Ӗпхӳ, #спектакльсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем