Чӑваш Енри ЗАГС упрвленийӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ачасене ытларах мӗнле ят хунине тишкернӗ.
1941-1945 ҫулсенче пӗтӗмпе 159,023 ача ҫуралнӑ. Вӗсен йышӗнчен 80,581-шӗ – арҫын ачасем. 78,442-шӗ – хӗрачасем.
Арҫын ачасене ытларах Николай ят хунӑ. Топ-10 йыша ҫавӑн пекех Иван, Владимир, Юрий, Александр, Анатолий, Пётр, Василий, Михаил, Валерий тата Геннадий кӗнӗ. Хӗрачасене ытларах Нина ят панӑ. Валентина, Мария, Зоя, Галина, Лидия, Анна, Раиса, Зинаида, Тамара тата Ольга ят хуракансем те нумай пулнӑ.