Нарӑс уйӑхӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн пресс-секретарьне Борис Краснова ӗҫрен яни пирки пӗлтернӗччӗ. Кайран вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра студентсене вӗрентни пирки хыпар пулчӗ. Халӗ Борис Краснов Мускавра ӗҫлет, ҫарпа спорт хатӗрленӗвӗн тата ҫамрӑксене патриотлӑх воспитанийӗ паракан «Воин» центрӑн пресс-службине ертсе пырать.
Сӑмах май, «Воин» центра Раҫҫей Президенчӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Ку программа хальхи вӑхӑтра 21 регионта ӗҫлет, ҫав йышра Чӑваш Ен те пур.
Олег Николаевӑн вара хальлӗхе пресс-секретарь ҫук. Элтепер администрацийӗ ку должноҫе ҫын шырани пирки «Раҫҫейри ӗҫ» портала хыпар панӑ. Пресс-секретаре 127-142 пин тенкӗ шалу шантараҫҫӗ.