1915 ҫулта Осман империйӗнче геноцида пула шар курнӑ 1,5 миллион эрмене Эрменсен апостол чиркӗвӗн Архиерей соборӗ канонизацилеме йышӑннӑ. Эрмен чиркӗвӗн епископӗсен пухӑвӗ тулли йышпа юлашки тӑватӑ ӗмӗр хушшинче пачах пухӑнманнине халӗ пуҫтарӑннӑ иккен. Ҫапла вара эрмен чиркӗвӗ 1651 ҫултанпа канонизаци ирттермен.
Эрмени Президенчӗ Серж Саргсян капла тунине халь пурӑнакансен тивӗҫӗ тесе хакланӑ, ҫӗнӗрен геноцид пуласран сыхланмаллине палӑртнӑ.
Эрменсене чӗлхе тата раса енчен хӗсӗрленине 2011 ҫулта Франци официаллӑ майпа ҫирӗплетме пӑхнӑ. Анчах Анкарара, Турцин тӗп хулинче, ку пуҫарӑва ырламан кӑна мар, турккӑ ертӳҫисем апла йышӑнсан ик ҫӗршыв хушшинчи лару-тӑру ҫивӗчленесси пирки асӑрхаттарнӑ. Турцин премьерӗ Реджеп Тайип Эрдоган Францие тек каймассипе хӑратнӑ. Ҫапла вара хрантсуссен саккун проектне парламентарисем ырласа йышӑннӑ, Конституци канашӗ сивленӗ. Эрменсем 1915 ҫулта геноцида пула шар курни ҫинчен калакан резолюци проектне пӗлтӗр Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен Конгресне илсе тухнӑ. Осман империйӗнче эрменсене йышлӑ пӗтернине йышӑннӑ пулин те АПШ правительстви геноцид сӑмаха усӑ курман. Ҫав вӑхӑтрах Франци эрменсене Турци хӑй вӑхӑтӗнче хӗсӗрленин фактне 2011 ҫултах йышӑннӑ. Асӑннӑ халӑх тӗлӗшпе геноцид пулнине Европа Канашӗ те (2001 ҫулта), Европарламент та (2000 ҫулта) тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршыв та, ҫав шутра Раҫҫей те (1995 ҫулта), ҫирӗплетнӗ.