![]() Фонтан таврашне ытларах хула-посёлоксенче курма пулать. Анчах кунашкал ӗскер хӑш-пӗр ялсене те ҫук мар — сӑмахран, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ялӗнче пур. Ӑна 2007 ҫулта ялӑн тӗп тӳремӗнче ӑсталаса лартнӑ. Кӑҫаллӑха вара Атнарти фонтан хӑйӗн ӗҫне вӗҫлерӗ темелле. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсем ытларикун, авӑнӑн 24-мӗшӗнче, ун таврашне тирпейлерӗҫ, фонтана хӗле хатӗрлерӗҫ. «Хӗвел пайӑркисемпе ҫиҫекен фонтан ҫитес ҫул та пӗрӗхтерсе тӑрӗ», — шантарнӑ ял тӑрӑхӗн ӗҫченӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |