Паян Шупашкара икӗ кунлӑх визитпа Китайри Гуйчжоу провинцийӗн элчисем килсе ҫитнӗ. Вӗсем Шупашкар хула администрацийӗнче влаҫ ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Гуйчжоу провинцийӗ Чӑваш Енпе тӗрлӗ енпе килӗштерсе ӗҫлес шухӑшлине палӑртнӑ. Сӑмахран, аслӑ шкулсем хушшинче. Вӗренӳ отрасльне илсен, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗпе асӑннӑ провинцинчи университет килӗштерсе ӗҫлесси пирки Китай элчисем пӗлтӗр пирӗн патра пулнӑ чухнех алӑ пуссах калаҫса татӑлнӑ. Хайхисен Шупашкарта маларах асӑннӑ университетӑн филиалне уҫасси пирки те шухӑш пур-мӗн.
Тепӗр шухӑш та пур Китай ҫыннисен — вӗсем пирӗн республикӑри сӑра-эрех кӑларакан савутсемпе пӗр чӗлхе тупасшӑн. Китайра рисран эрех тӑваҫҫӗ-мӗн. Ҫавна пирӗн патра тултарас тата сарас (ҫапла ӑнланма май панӑ хӑнасем калани) ӗмӗт пур-мӗн. Анчах Шупашкар влаҫӗсем ку ыйтӑва епле татасси пирки хальӗхе калама иртерех. Пурӑнсан курӑпӑр теҫҫӗ-и-ха?..