Америка ҫыннисене Раҫҫейри тӑлӑхсене усрава парас мар тесе федераци шайӗнче йышӑну тунӑччӗ-ха. Кемӗр облаҫӗн депутачӗсем вара хӑйсен тӑлӑхӗсене Америка ҫыннисене кӑна мар, ытти ют ҫӗршывсене те парас мар тесе палӑртнӑ.
Унти депутатсен шучӗпе «ку ыйту — Раҫҫейӗн шалти ӗҫӗ». Ют ҫӗршыва лекнӗ ачасен правине пурпӗрех пӑсаҫҫӗ тесе шухӑшлани вӗсене ҫапла йышӑну тума хистенӗ-мӗн. Пӗчӗкскерсен тӳсме тивекен йывӑрлӑхсен шутне унти «халӑх тарҫисенчен» пӗри, облаҫӑн саккун кӑларакан влаҫӗн комитечӗн пуҫлӑхӗ Галина Соловьева, ачасем ют ҫӗршыв чӗлхине пӗлменнине те кӗртнӗ.
Migulaj // 1202.2.4281
2013.09.26 13:09 | |
Сĕнӳ: влаç сăмаха чăвашла е чăваш чĕлхипе пĕртăван чĕлхесенчи сăмахпа улăштарма сĕнетĕп. Кун пек ют чĕлхери сăмахсемпе чăваш чĕлхине "пуянлатни" - чăваш чĕлхине мăшкăлани пулать. | |
Agabazar // 1175.16.2003
2013.09.26 15:48 | |
Эпĕ вара "влаç" сăмаха чăн-чăн чăваш сăмахĕ тесе шутлатăп. | |
Migulaj // 1202.2.4281
2013.09.26 18:12 | |
Апла пулсан Чăваш республикин Презиченчĕн Мускаври çынни Тимофеев тахçан "Эхо Москвы"_ра чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе пĕртăван чĕлхе тесе калани тĕрĕс теме юрать. Часах чăваш чĕлхине акăлчан (English) чĕлхипе пĕртăван тесе те калĕç. Чăваш чĕлхинчен ун пекех иртĕхме юрамасть. Вăл питĕ пысăк çылăх пулать. | |
Игорь Сайман // 1585.36.4758
2013.09.26 20:01 | |
Migulaj, апла капла "сӳпĕлтетиччен" хăвăр термин тупăр та сĕнĕвĕре "Терминсем" сайта вырнаçтарăр. Чăркăшма нумай ăс кирлĕ мар. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.09.26 20:44 | |
Микулай, эсир маншăн «говорите на нормальном языке» текен вырăсран нимпе те уйрăлса тăмастăр. Çав вырăс пекех ытти чĕлхесене хисеплеместĕр.
Вырăссен çулĕпе ан кайăр, вĕренĕр ытти чĕлхесене те хисеплеме. | |
Migulaj // 1202.2.4281
2013.09.26 20:50 | |
Тĕнчере чи малти вырăна тăван чĕлхене хураççĕ. Чăваш республикинче чăваш чĕлхин вырăнĕ çук, анчах та çав вăхăтрах унта ытти чĕлхесене хисеплеме сĕнеççĕ. Ку вара икĕпитлĕ пулнине кăтармасть-и? Кам тата кунта "влаç" сăмах чăн-чăн чăваш сăмахĕ тесе шутлать? | |
Игорь Сайман // 1585.36.4758
2013.09.26 21:10 | |
Словарьсенче, сăмахсарсенче пур пулсан, унпа пурте усă куратпăр пулсан —вăл чăнах та чăваш сăмахĕ. Мĕн килĕшменни пур унра? Чăваш орфографийĕпе çапăçмасть вăл. Килĕшмест пулсан — ТЫТĂР ТА ВЫРНАÇТАРĂР ХĂВĂРА КИЛĔШЕКЕННИНЕ "Терминсем" САЙТА! http://termin.chv.su/ | |
Migulaj // 1202.2.4281
2013.09.26 22:34 | |
Мана кунта ăнланман курăнать. Эпĕ чăваш чĕлхине чăваш чĕлхипе пĕртăван чĕлхесене усă курса аталантарасшăн (ют чĕлхепе мар). Тата чăваш чĕлхи вăл мана е такама килĕшекен чĕлхе пулмалла мар. Пĕртен пĕр чăваш чĕлхи вăл кашни чăваш валли пулмалла. Чăваш чĕлхине тĕнчери чĕлхе саккунĕсемпе усă курса аталантармалла. Чăваш республикинче чăваш чĕлхине вырăслатса янă. Çав сăлтав пирки чăваш чĕлхин вырăнĕ çухалнă Чăваш республикинче. |