Чӑваш академи драма тетарӗнче Леонид Родионов ҫуралнӑранпа 110 ҫул, Алексей Ургалкин ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ каҫ иртӗ. Мероприяти пуш уйӑхӗ 21-мӗшӗнче пулӗ.
Леонид Родионов — РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Алексей Ургалкин — СССР халӑх артисчӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче калашле, вӗсем иккӗшӗ те — асӑннӑ театрӑн легендисем.
Леонид Родионов 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Самар облаҫӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыкӑпа театр училищинче, Мускаври театр ӳнерӗн институтӗнче вӗреннӗ. 1940 ҫултанпа Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1941-1947 ҫулсенче труппӑн илемлӗх ертӳҫи пулнӑ, 1968-1979 ҫулсенче — тӗп режиссер. Театрта вӑл 1987 ҫулччен тӑрӑшнӑ. 100 ытла спектакль лартнӑ, 20 ытла драма хайлавӗ ҫырнӑ.
Алексей Ургалкин 1910 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ. 1932 ҫулта Магнитогорскри ӗҫлекен ҫамрӑксен театрӗнче вӗреннӗ, кайран унта актер пулнӑ.
1938-1940 ҫулсенче Чӑваш патшалах театр училищинче режиссёр ассистентӗнче тӑрӑшнӑ. 1943-1947 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн Театр студийӗ ҫумӗнче преподаватель пулса ӗҫленӗ. 1936-1981 ҫулсенче вӑл асӑннӑ театрта паллӑ актёрсенчен пӗри пулса тӑнӑ. 45 ҫул хушшинче 250 ытла спектакльти тӗрлӗ ҫӑнара калӑпланӑ.