Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Сӑкӑтри наци кросӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.09.2013 19:26 | 1615 хут пӑхнӑ

Наци кросӗ Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче спорта юракансен уявӗ пулса тӑчӗ. Кашни ҫулах пысӑк хавхаланупа иртет вӑл. Ҫак хаваслӑ уява хутшӑнма чӑн-чӑн спортсменсене ҫанталӑк сӳрӗклӗхӗ чӑрмантараймасть. Акӑ, хальхинче те, ҫумарлӑ ҫанталака пахмасӑр, старта ҫӗр ытла ҫын тӑчӗ.

Чи малтанах физкультурӑпа спорта юратакансене, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансене Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Толстов уяв ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ. Ун хыҫҫӑн Сӑкӑт шкулӗн ертӳҫи Анатолий Падусев сӑмах илчӗ. Сӑкӑт шкулӗн физкультура учителӗ Владислав Анюров чи малтан ялти «Ҫӑлкуҫ» ача пахчин ӗҫченӗсене, унта ҫӳрекен пӗчӗк шӑпӑрлансене старта тӑратрӗ. Ун хыҫҫӑн Сӑкӑт шкулӗнче вӗренекенсем — малтан кӗҫӗн классем, кайран вӑтам тата аслӑ классем — тӗрлӗ дистанцисене пӗр-пӗринпе ӑмӑртса чупрӗҫ.

Спорт уявӗнче «Чи ҫамрӑк спортсмен» ята ача пахчине ҫӳрекен А.Ёлкин ҫӗнсе илчӗ. А.Правитель, В. Шапкин, В.Кариков тата Л.Чернова, В.Чумакова, М.Анюрова кӗҫӗн классенче вӗренекенсем те чи маттуррисем пулчӗҫ кросра. Кӗске ҫаврӑма ачасем пурте хӑвӑрт чупса тухрӗҫ. Жюри никамӑн кӑмӑлне те хӑварас темерӗ — кашнинех мухтав хучӗпе чысларӗ. Д.Хмелёв, А.Сандыркин, А.Кузнецов тата В.Чернова, А.Кузнецова, М.Анюрова вӑтам классенче вӗренекенсем кросра чӑн-чан маҫтӑрсем пулни палӑрчӗ. Ӑмӑртусене хутшӑнакансен ҫулӗсем ӳссе пынӑ май, дистанци те вӑрӑмланчӗ. В.Лукьянов, Б.Юсупов, Ю.Тинюков тата Г.Прокопьева 8–9 классен спортсменӗсем старта чи малтан ҫитрӗҫ. Аслӑ классем хушшинче вара Е.Анюров, А.Анюров, А.Кушников шкул чемпионӗсем Ҫӗнтерӳҫӗ дипломне илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Наци кросӗ-2013 Сӑкӑтра тивӗҫлӗ шайра иртрӗ.

#спорт, #чупу, #кросс, #Патӑрьел районӗ, #Сӑкӑт, #Сӑкӑт ял тӑрӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем