Сосновкӑпа Шупашкара ҫыхӑнтаракан 333-мӗш маршрут ҫӳреме пӑрахнӑ. Вӑхӑтлӑха, ҫуркуннечен. Перевозчик ҫакна хӗлле пассажирсем сахал ҫӳренипе ҫыхӑнтарнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Сосновкӑна 2707-мӗш маршрутпа кӑна ҫитме пулать. Вӑл Хулаҫум автовокзалӗн чарӑнӑвӗнчен тапранать. Унтан Гагарин, Калинин урамӗсемпе, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗпе кайса Сосновкӑна ҫитет.