Шупашкар хулин Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи темиҫе ҫурт тата хӑш-пӗр объект ӗнер ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, Социализмла урамри котельнӑйран пыракан ӑшӑ трассин пӑрӑхӗ сиенленнӗ. Пӑтӑрмах ҫурҫӗр иртнӗ 1 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Асӑннӑ вырӑна ятарлӑ службӑсем ҫийӗнчех тухса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, темиҫе ҫурта ӑшӑ часах пама май килнӗ, хӑшӗсем вара ӑшӑсӑр юлнӑ.