Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн тӗп залӗнче Пётр Кипарисов 85 ҫул тултарнӑ тӗлнӗ ятарлӑ юбилейлӑ курав уҫӑлнӑ.
Музей директорӗ Геннадий Васильевич Козлов курав уҫӑлнӑ ҫӗре пынӑ хӑнасене саламланӑ тата Пётр Гариловичӑн пултаруллӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ.
Профессор, искусствоведени кандидачӗ тата «Петр Кипарисов: ӳкеревҫӗ тата педагог» монографи авторӗ Юрий Васильевич Викторов курав хӑнисене художникӑн биографипе ҫыхӑннӑ хӑйӗн асаилӗвӗсемпе паллаштарнӑ, Кипарисова «шурӑ тӗсен патши тата хуран хуҫи» тесе ӳкеревҫӗн ӗҫӗсен тулли тишкерӗвне тунӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Николай Иванович Садюков Петр Кипарисовпа пӗрремӗш хут Чӑваш ӳнер училищинче диплом ӗҫӗсен эскизне пӑхса тухнӑ чухне тӗл пулни ҫинчен каласа панӑ. Унсӑр пуҫне ӳкеревҫӗ вилнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫутӑ курнӑ персоналлӑ курава (1988) йӗркеленипе ҫыхӑннӑ асаилӳсемпе паллаштарнӑ, «Чувашские ковровщицы» ӗҫе мӗнле майпа туянни ҫинчен каласа панӑ.
Анастасия Александровна Григорьева искусствовед «Питер ӳкеревҫисем» журналта «Чӑвашпа чӗрере. Петр Кипарисов» статьяна кӑларас шухӑш мӗнле майпа пуҫарӑннӑ ҫинчен каласа панӑ.
Чӑваш халӑх ӳкеревҫи Праски Витти Кипарисовӑн ӗҫ пӳлӗмӗнче студент вӑхӑтӗнчи тӗлпулу ҫинчен аса илнӗ.
Сӑнсем (32)