Севастопольти чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗ 20 ҫул тултарнӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ.
Алексей Енейкин хыпарланӑ тӑрӑх, Крым ҫурутравӗнче вырнаҫнӑ паттӑр хулари ентешсем 2004-мӗш ҫулта чӑмӑртаннӑ. Малтанах ушкӑна ҫар ҫыннисем хастаррӑн хутшӑннӑ. Пӗрлехи тӗллевӗсене палӑртса ырӑ ӗҫе хӑйсен ҫемйисене явӑҫтарнӑ. Ҫапла майпа «Туслӑх» ансамбль те йӗркеленнӗ.
«Крымпа Севастополь хулинче 5 пин ытла чӑваш пурӑнать. Официаллӑ кӑтартусене илес пулсан вара кӑштах сахалрах. 2021-мӗш ҫулхи ҫыравра Севастопольте 461 ҫын хӑйне чӑваш тесе ҫыртарнӑ. Ентешсен пӗрлӗхӗнче вара 50 ытла пайташ. Юлашки вӑхӑтра вӗсем ушкӑна ҫамрӑксене явӑҫтарассипе тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ», — хыпарланӑ сюжетра.