Шупашкарти ватӑсем мамӑкпа ӳкерме вӗреннӗ. Ӳнерӗн XIX ӗмӗрте пуҫланса кайнӑ ҫак енне хрантсус чӗлхипе пуантилизм теҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, пӑнчӑпа ӳкерни пулать.
Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплеслӑ центрӗнчи специалистсем кинемейсене хут ҫине мамӑк патакпа ӳкерме вӗрентнӗ.
Асӑннӑ центрти «Забота» (чӑв. Пулӑшу) мини-клубра Анастасия Васильева тата Наталия Евграфова специалистсем заняти ирттернӗ. Ҫӗнӗ пуҫарӑва Лилия Чупрунова ватӑ кӑмӑлласах йышӑннӑ. Специалистсем кӑтартса пынипе вӑл кӗрхи йывӑҫ ӳкернӗ.