Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакан пӗр арҫын ӳсӗр водителе тытса чарма пулӑшнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 18 сехетре пӗр арҫын ӗҫрен велосипедпа килне таврӑннӑ чухне «Новогородская» аллейӑра «Лада Калина» автомобиле асӑрханӑ. Унӑн урапи пушаннӑ, вӑл тротуар ҫине кӗре-кӗре кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра тротуарпа ҫынсем йышлӑн утса пынӑ.
Велосипедпа пыракан арҫын нумай шухӑшласа тӑман — «Калина» хыҫҫӑн вӗҫтернӗ. Пӗр ҫӗрте водитель бордюр урлӑ каҫса кайма тӑнӑ. Александр Васильев тата ҫав вӑхӑтра ҫулпа пынӑ ют ҫӗршыври машина водителӗ тӗлӗнтермӗш автомобиле чарса лартнӑ. Вӗсем ӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗ килсе ҫитиччен тытса тӑнӑ. Водитель хирӗҫ тӑнӑ-ха, анчах велорсипедпа пыраканни хӑй вӑхӑтӗнче ирӗклӗ мелпе кӗрешнӗскер пулнӑ та парӑнман.
1992 ҫулта ҫуралнӑ водитель тухтӑр патӗнче тӗрӗсленмен килӗшмен. Ун тӗлӗшпе администартивлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.