Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӗмпӗрте хальхи чӑваш алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев тата унӑн мӑшӑрӗ Екатерина Бобровникова (вӑл Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн хӗрарӑмсен уйрӑмне 40 ҫул ертсе пынӑ) пирки фильм ӳкерме тытӑннӑ. «Иван и Екатерина. Победа на двоих» ятлӑ вӑл.
Фильма грант укҫипе ӳкереҫҫӗ. Ун валли 1 миллион та 489 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Проект авторӗсем тепӗр 1 миллион та 509,7 пин тенкӗ хывӗҫ. Фильма Чӗмпӗр облаҫӗнче, Тутарстанра, Мускавра, Чӑваш Енре ӳкерӗҫ. Унӑн хӑтлавӗ 2025 ҫул пуҫламӑшӗнче иртмелле.
Фильм авторӗ тата режиссерӗ - Наталья Цуканова.
Agabazar // 2414.67.9290
2024.08.15 08:28 | |
Юрĕ, ÿкерччĕр. | |
Agabazar // 2414.67.9290
2024.08.15 08:28 | |
Юрӗ, ӳкерччӗр. Кайран вара эпир пӑхӑпӑр, мӗн калама хӑтланнине ӑнкарма тӑрӑшӑпӑр. | |
Вулакан // 5960.5.0544
2024.08.16 10:51 | |
Вам вал фильм авторе - Наталья Цуканова - майра пуль? Менле шухашлать? Чаваш мар пуль?
Иван Юркинан "Чаваш ташмане" очерк аса килче. | |
