Канаш муниципаллӑ округӗнче пушарнӑйсем 12 вӗллене ҫӑлнӑ. Ку Сиккассинче ӗнер пулнӑ.
19 сехет те 40 минутра ял хӗрринчи утарта пушар тухнӑ. Ҫулӑм 45 тӑваткал метр хуралтӑна ярса илнӗ. Ҫулӑмпа ҫур сехете яхӑн кӗрешнӗ. Пушарнӑйсем юнашар ларакан 12 вӗллене сахласа хӑварнӑ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 857 пушар пулнӑ, вӗсенче 35 ҫын вилнӗ.