Паян 16 сехет тӗлӗнче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Етӗрнекасси ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере арҫын путса вилнӗ. Вӑл 47 ҫулта пулнӑ.
Унӑн виллине ҫыран хӗррине ҫӑлавҫӑсем илсе тухнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 25 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ - ачасем.