Раҫсейӗн Патшалӑх Думи халӑх ушкӑнӗсемпе усӑ куракансене ячӗсене пӗлтермелле тӑвасшӑн. Ҫакна халӑх тетелӗнчи преступленисенчен асӑрхас тӗллевпе сӑлтавланӑ.
«Информаци, информаци технологийӗсем тата информацие хӳтӗлесси ҫинчен» саккуна улшӑнусем кӗртни 2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Ҫыннӑн халӑх тетелӗнчи страницӑра 10 пин ытла аудитори пулсан вӗсен хӑйсен пирки Роскомнадзора пӗлтермелле.
Асӑннӑ орган ҫав страницӑсен списокне тӑвӗ. Унта кӗменнисем хӑйсен страницисенче реклама вырнаҫтараймӗҫ, финанслама пулӑшу ыйтаймӗҫ. Унсӑр пуҫне ҫав списока кӗртмен каналсенчен репост тума юрамӗ.