Шупашкарти 4-мӗш гимнази валли тинех директор тупӑннӑ. Ку вырӑна унччен физкультура учителӗнче ӗҫленӗ Максим Валерьевич Антонов йышӑннӑ.
Палӑртмалла: гимназире 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе директор ҫук. Унччен директор унта Андрей Михайлов пулнӑ. Максим Валерьевич 1996-2002 ҫулсенче Йӗпреҫ округӗнчи Пысӑк Упакассинчи шкулта физкультура учителӗнче ӗҫленӗ. Кайран Йӗпреҫри 2-мӗш шкулта тӑрӑшнӑ, 2006-2018 ҫулсенче ӑна ертсе пынӑ.