Чӑваш Енӗн Ипотека корпорацийӗн гендиректорӗ Алексей Антонов тӗлӗшпе пуҫиле тата тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе хӑйшӗн усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Ипотека корпорацийӗ застройщик-организаципе Вӑрмарта нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартма килӗшӳ тунӑ. Хваттерсенчен хӑшӗсем социаллӑ тӗллевлӗ пулнӑ: ҫынсене ишӗлекен ҫуртран куҫарма тата тӑлӑх ачасем валли.
Чӑваш Енӗн Минстройӗ тӗрӗслев ирттернӗ чухне тӗрлӗ кӑлтӑк тупса палӑртнӑ, апла пулин те Антонов строительство ӗҫне ҫитменлӗхе пӗтермесӗрех тӑсма хушнӑ-мӗн.
Ӳлӗмрен ҫав ҫурта хута ярайман. Пурӑнма май килмен ҫурта сӳтме тивнӗ. Ҫавна пула Антонов 40 миллион тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫурт хӑпартнӑ чух укҫа хывнӑ ҫынсем тата тӑлӑхсем хваттерлӗ пулайман.
Гендиректор тӗлӗшпе пакунлисем унччен те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.