Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 24-мӗшччен Алтайри Барнаул хулинче ҫулсерен иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ялти ҫамрӑксен слёчӗ иртет. Унӑн тӗллевӗ — пӗлӗвпе ылмашасси, пӗчӗк, вӑтам предпренимательствӑсене ялсенче аталантарнӑ чухне сиксе тухакан ыйтусене сӳтсе явасси тата усламҫӑсен ӗҫӗ-хӗлнӗ ҫамрӑксене явӑҫтарас ӗҫре хӑтлӑ модель йӗркелесси. Слётра хӑйсен проекчӗсемпе производство тата суту-илӳ сферӑллӑ бизнес усламҫисем паллаштарма пултараҫҫӗ.
Слёт теми — «Ял. Ҫамрӑк. Усламҫӑ ӗҫӗ». Унсӑр пуҫне пӗчӗк, вӑтӑм предпренимательствӑна аталантарассипе канашлусем иртӗҫ, Алтайри ӑнӑҫлӑ ял усламҫисемпе тӗлпулусем пулӗҫ.
Слёта хутшӑнакансем ҫак ыйтусем тавра калаҫӗҫ: «Ял тӑрӑхӗ аталаннӑ ӗҫре обществӑлла организацийӗн вырӑнӗ», «Ялсенчи социаллӑ усламлӑх», «Ялти ҫамрӑксене патшалӑх пулӑшмалли майсем», «Ялти усламҫӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ».
Слёта хутшӑнас тесен юпан 1-мӗшччен altaimolodoi.ru сайтра регистрациленмелле.