Ҫитес тунтикун Раҫҫейри мӗнпур шкулта «Пӗлтерӗшли ҫинчен - калаҫу» класс сехетӗнче Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти пирки калаҫӗҫ. Аса илтерер: ку проекта Чӑваш Ен ытти регионпа пӗрле пурнӑҫланӑ.
Ку проект мӗнле ҫуралнӑ? Ӑна мӗнле пурнӑҫланӑ? Кун пирки шкул ачисене каласа кӑтартӗҫ. Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти ҫӗршыври халӑхсен историне, культурине тата географине вӗренмелли пособи пулса тӑрӗ. Сӑмах май, Мускавра ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра та унпа паллаштарнӑ.