Вӑрнар округӗнчи пӗр ялти хӗрарӑм упӑшкине эрехрен пистерме ӗмӗтленнӗ. Вӑл тӗнче тетелӗнче юмӑҫ шыранӑ. Шӑпах Самар облаҫӗнчи 24 ҫулти хӗрарӑм вырнаҫтарнӑ пӗлтерӳ тӗлне лекнӗ.
Хайхи «юмӑҫ» темӗн тӗрлӗ йӑла та туса ирттернӗ. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи хӗрарӑм вара кашнинчех укҫа куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе 365 пин тенкӗ тӑкакланӑ вӑл.
Йӗрке хуралҫисем ҫав «юмӑҫа» тупнӑ. Самар облаҫӗнчи хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Анчах ку явап тытасран хӑтармасть ӑна. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна малалла тишкереҫҫӗ.