Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Турцире ислам тӗнне ҫӗнетеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
tvn 02.03.2008 15:52 | 1773 хут пӑхнӑ

«РБК дейли» хаҫат хыпарӗсем Турцире ислам тӗнне ҫӗнетеҫҫӗ.

Анкара университечӗ ҫӗршывӑн премьер-министӑрӗ Реджеп Тайип Эрдоган пулӑшса пынипе исламӑн хӑшпӗр вырӑнӗсене пур енлӗ реформа тӑвассипе ӗҫлет. Тӗнӗн чылай шухӑшӗсене паянкунхи лару-тӑрӑва тата улшӑннӑ этеплӗхе шута илсе ҫӑмаллатма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем хадиссене (Мӑхамет пӳлӗх пурнӑҫ пирки каланисене, вӗрентнисене) ҫӗнӗрен ҫырса хурасшӑн, тӗн йӗркин хытӑ ҫирӗплӗхӗсене ҫӗмҫетес, ҫыннӑн правипе ирӗклӗхне уҫса парас тӗллеве пурнӑҫа кӗртесшӗн.

Ҫак ӗҫсене Турцин паллӑ тӗн ӗҫченӗсем Тӗн ӗҫӗсен Аслӑ канашӗ (Диянет) ертсе пынипе тимлеҫҫӗ, ҫавна пурнӑҫласа ҫитес пилӗк ҫул хушшинче исламӑн хальхи ыйтӑвӗсене татса памалли пилӗк томлӑ пуххине пичетлеме палӑртнӑ.

Ҫаплах, тӗслӗхрен, ҫӗршывра пыракан модернизаци 450 хӗрарӑма мӑсӑльман прави енӗпе ятарлӑ ӗҫтӗше хатӗрлеме хушу йышӑннӑ. Мӑсӑльман тӗнчишӗн ҫак вара халиччен пулман япала шутланать.

Мӑхамет тӗнӗн ҫакнашкал турккӑ версийӗ Европа хаклӑхӗсем еннелле туртӑннӑ ислам пулать темелле, вӑл Турцие анӑҫ тӗнчипе тӑтӑш ҫыхӑнуллӑ пурнӑҫ тытма мел уҫать. Пурӗ те пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, Анкара пӗтӗм вӑйӗпе Европӗрлӗхе кӗресшӗн тӑрмашать. Экспертсен шухӑшӗпе (ҫакӑнпа турккӑ элити те килӗшӳллӗ): мӑсӑльман Турцине «христиансен йышне (клубне)» илес ҫук, ҫапах та Абдуллах Гӳль тата Реджип Тайип Эрдоган ертӳлӗхӗ ҫак политика йӗрне тытсах пырать, мӗншӗн тесен ҫак тӗллев йӗрӗ патшалӑха анӑҫри халӑхсем ҫумнелле ҫывхартать. «Ҫак ӗҫ юхӑмӗ чарӑнса ларсан, пӗтӗм турккӑ политикӑ системи арканса кайма пултарать», — ӑнлантарать Александр Собянин, чикӗҫум пӗрӗҫлӗх Ассоциацийӗн стратегие палӑртса хурас хӗсмечӗн ертӳҫи.

Анӑҫ халӗ те исламран чӗтресе тӑрать: мӑсӑльман мигранчӗсем Европӑна хӑйсен хапсӑнчӑкла йӗркисене илсе килеҫҫӗ тесе. «Эпир исламӑн ырлавлӑ енне — вӑл ҫыннӑн правине, чысне, хӗрарӑмӑн правине, суд ӗҫӗн, этеплӗхӗн тата пӗр-пӗрне хисеплемелли йӗркелӗхне хӳтӗлекен пулнине — кӑтартасшӑн», – терӗ Диянетӑн президент ҫумӗ Мехмет Гормез.

Ҫак эрне вӗҫӗнче Турци президенчӗ Гюль «демократиллӗ»— христиансен тата еврейсен пӗрлӗхӗсене 1970-мӗш ҫулсенче туртса илнӗ ҫуртсене каялла тавӑрса памалли — ӗҫ пулӑмне ырланӑ, ку, паллах, Анӑҫа кӑмӑллӑ хыпар пулӗ. Темиҫе кун каялла университетсемпе вулавӑшсенче хӗрарӑмсен тутӑр (хиджаб) ҫыхмалла йӗркене кивве янӑ.

Ҫав хушӑрах ҫӗнетӳсен тӗп тӗллевӗ – малтанах шалти лару-тӑру валли. «Эпир Мӑхамет пӳлевӗн ҫырӑвӗсем ҫынсемшӗн тӑван чӗлхипе ӑнлануллӑ пулмалла тесе шутлатпӑр», – каланӑ Анкара Университечӗн ӗҫтӗшӗ.

Турцири ӗҫсене «евроислампа» хутӑштармалла мар. Вӑл Европӑри исламӑн политикӑпа тӗнӗн пӗрлӗхлӗ ӗҫ-пуҫне мӑсӑлмансен кулленхи ӗҫ–хӗлӗ ҫине ҫеҫ куҫарасшӑн тӑрмашать пулсан, турккӑ ҫӗнетӳ варианчӗ ислама пӗтӗмлӗн сыхласа хӑварасшӑн, мӗншӗн тесен ҫак тӗн политикӑллӑ тата ҫынсем хушшинчи пӗрлӗх ӗҫӗсемшӗн ҫав тери сумлӑ пӗлтерӗшлӗ. Ҫак шухӑш енӗпе турккӑ ертӳҫисен тӑрӑмӗ тӗплӗхлӗ-ҫӗнетӳллӗ ӗҫ пуҫарнӑ темелле. Вӗсен тӗп тӗллевӗ – исламран чылай чараксене кӑларасси, унӑн аталанӑвӗн тухӑҫлӑ кӑралне ҫӳле ҫӗклесси. Ҫак туртӑм Анӑҫ пӑхӑнӑвне лекес мар тӗллевлӗ мӑсӑльман патшалӑхӗсемшӗн пурнӑҫлӑ питӗ кирлӗ пулма пултарать.

«Тӗплӗ ҫӗнетӳ» турккӑ влаҫӗшӗн иран ӗҫ йӗркине кӗрсе кайма пултарать теме тӑмасть. Турккӑсен ҫак куҫӑма хирӗҫ вӑйлӑ тӗкӗнменлӗх (иммунитет) пур — тытӑмӑн аппарачӗ ҫӗршыври чун-чӗм пурнӑҫне тӗрӗслесех тӑрать. Турцин чун-чӗм ертӳҫисем, Иранри пек, нихӑҫан та патшалӑхпа хирӗҫӗве кӗмен.

Пулас "мал утӑм тӗсӗллӗ" тӗне пула Турци мӑсӑльман тӗнчинче хӑй евӗр пӗртен пӗр ҫӗршыв шайне тухма пултарать. Кулленхи хуҫалӑх ӗҫӗсем енӗпе ислам ытти тӗнче тӗнӗсенчен питӗ уйрӑлса тӑрать – вӑл хӑватлӑ индустри йӑлисемшӗн майлӑ пулаймасть: Коранпа хадисӗсем ирӗк памаҫҫӗ. Анчах та паян темле йыхӑрусем ҫине хуравламалла, мӗншӗн тесен ҫакӑнпа ВПК, хай-тек аталанӑвӗ тачӑ ҫыхӑннӑ, мӑсӑльман мар ҫӗрсенче урӑх тӗн ҫыннисемпе те хутшӑнусем тытса пымалла», – хушса калать Александр Собянин.

Анкарара пуҫланӑ «Ислама ҫӗнетес» ӗҫ юхӑмӗ, урӑх илӗртӳллӗ тӗллевсем (приоритетсем) еннелле те тайанма пултарать – Европӗрлӗхе кӗрес вырӑнне, Турци хӑй ҫумне ытти патшалӑхсене пуҫтарса, ӑна хирӗҫ тӑма та пултарать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ халӗ ҫак патшалӑх тавра тӗрлӗ ӗҫ-пуҫсем ҫуралаҫҫӗ.

#Турци, #Европӗрлӗх, #ислам

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем