Хиртине часрах пуҫтарса кӗртме ӑнтӑлни пирки мар-ха сӑмахӑм. Вӑрнар районӗнче пӗрисем янтӑ тырӑллӑ пулас тенӗ. Темиҫен пухӑнса пӗр кооператива урпа вӑрлама пынӑ. Шухӑшлани малтанласа кал-кал пулса пынӑ-ха. ГАЗель машина ҫине 5 тонна ним мар тиенӗ. Кукӑр алӑллӑ пулнине никам та ырламассине пӗлнӗрен хайхисем машина номерӗнчи 21 регион вырӑнне 50-мӗш регион текеннине ҫакса хунӑ.
Анчах уй куҫлӑ та вӑрман хӑлхаллӑ тесе ваттисем ытахальтен каламан ҫав. Вӑрнар поселокӗнчи Лермонтов урамӗнче михӗ тиенӗ, 50-мӗш регион тесе кӑтартнӑ ГАЗель ларни пирки ҫынсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Лешсем тӗрӗслеме тесе пырса ҫитнӗ. Сӑмах май, урпа хуҫи те шар курни пирки кӗҫех кирлӗ ҫӗре евитленӗ. Хуҫалӑхра сӑнав камери лартса хунӑ пулнӑ иккен. Вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑ ГАЗель хуҫин ирӗксӗрех хӑвӑрт кӑна йышӑнма тивнӗ.