Канашри транспортпа энергетика техникумӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑма пуҫиле майпа япва тыттарнӑ. Вӑл вӗренӳ заведенийӗн общежитийӗн техникумӗнче комендант пулса тӑрӑшнӑ. Хӗрарӑм пысӑк виҫепе сӗтев илнӗ. Ҫавӑншӑн ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 290-мӗш статйин 5-мӗш «в» пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Судра палӑртнӑ тӑрӑх, комендант учреждени валли кирлӗ тавар туянма заявкӑсем йӗркелессишӗн 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен пуҫласа 2022 ҫӳлхи раштав уйӑхӗччен яваплӑ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл коммерци организацийӗсенчен пӗрин ертӳҫинчен 300 пин тенкӗ ытла сӗтев илнӗ, ҫавна май тавара унран туяннӑ.
Хӗрарӑма тӗрмене хупса хумасӑр 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Сӑнав вӑхӑтне 2 ҫул тесе палӑртнӑ.