Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Музыка русской зимы» (чӑв. Вырӑс хӗлӗн юрри-кӗвви) концерт иртӗ. Ҫав шутра — «В лунном сиянии», «Вдоль по улице метелица метет», «Ой, мороз, мороз!», «Гай-да, тройка!» тата ыттисем.
Сцена ҫине Чӑваш Енӗн халӑх артистки Маргарита Финогентова, Динара Юнисова, Татьяна Васильева, Анна Голицына, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Иван Снигирев тата Юрий Катков, Хакас Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов, Владимир Ашмарин, Екатерина Паргеева (фортепиано), «Ҫавал» ансамблӗн инструмент ушкӑнӗ, «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ тухӗҫ.
Программа режиссӗрӗ – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елена Лимаренко.