Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 86 ҫулти кинемей пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекен тесе паллаштарнӑ. Хайхискер кинемее алӑри укҫана банка илсе кайса тӗрӗслемелле тесе ӗнентернӗ.
Укҫа патне пӗр ҫамрӑк пынӑ. Ватӑ ҫын ӑна 340 пин тенке тыттарса янӑ. Укҫана каччӑн ултавҫӑсене куҫарса памалла пулнӑ. Анчах ҫапла тума май килмен. Кун хыҫҫӑн вӑл куратора шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Хайхискер каччӑ патне пултаруллӑ ӗҫчене ярса пама шантарнӑ. Каччӑ патне иккӗн пынӑ та укҫана илсе кайнӑ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн каччӑ каллех куратор патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ ӑна полицие пӗлтерме сӗннӗ.
Халӗ 18 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пакунлисем кинемее шар кӑтартнӑ ытти ҫынна та шыраҫҫӗ.