«Раҫҫей почти» акционер обществин Феерацин почта ҫыхӑнӑвӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхне Максим Ладилова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Асӑннӑ хутра каланӑ тӑрӑх, Максим Эдуардович ку хисепе «ӗҫре тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн тата нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ.
Аса илтерер: Чӑваш Енре почтӑна Ладилов 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе ертсе пырать. Почта тытӑмӗнче вӑл чылай ҫул ӗҫленӗ иккен. 2006 ҫултанпа Раҫҫей почтин Чӑваш Енри управленийӗнче директорӑн операци управленийӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ.