Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Чӑваш Енре - Владимир Путинӑн виҫӗ шаннӑ ҫынни

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 30.01.2024 10:56 | 6814 хут пӑхнӑ
Политика
Дмитрий Колчин
Дмитрий Колчин

«Химпромӑн» тӗп директорӗ Дмитрий Колчин тата «Грани» Издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗ Наталия Колыванова РФ Президенчӗн суйлавне хутшӑнакан Владимир Путинӑн шаннӑ ҫыннисем пулса тӑнӑ.

Кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Тӗп суйлав комиссийӗ Владимир Путинӑн шаннӑ ҫыннисен списокӗн иккӗмӗш пайне регистрациленӗ. Унта 198 ҫын кӗнӗ. Ҫав йышра - Надежда Бабкина, Олег Газманов, Сергей Гармаш, Дмитрий Губерниев, Диана Гурцкая, Аскольд и Эдгар Запашныйсем, Федор Конюхов, Александр Масляков, Игорь Матвиенко, Алексей Миллер, Станислав Михайлов, Иван Охлобыстин, Михаил Пореченков, Виктор Сухоруков, Игорь Угольников, Юлия Чичерина. Дмитрий Колчин списокра - 73-мӗш, Наталия Колыванова - 74-мӗш.

Тӗп суйлав комиссийӗ пӗтӗмпе Путинӑн 544 шаннӑ ҫыннине регистрациленӗ. Виҫҫӗшӗ - Чӑваш Енрен. Колчинпа Колывановӑсӑр пуҫне унта Трактор савучӗсен тӗп директорӗ Андрей Водопьянов кӗнӗ.

#политика, #суйлав, #президент

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 5886.3.6615
2024.01.31 15:16
"Шаннисен" йышĕнче ПĔР ЧӐВАШ та çук!.. Тĕлĕнмелле!.. ӐҪТА пурнатпӑр эпир?!
Вулакан // 2055.59.4357
2024.02.03 11:04
Туркай хӑйне суйламаншӑн кулянать пулас.
Валери Туркай // 3251.78.7651
2024.02.05 16:42
Шшшшутсӑррр куллянатӑп!!! Эп хуть пӗрре пулса курнӑ Раҫҫей Президенчӗн Шаннӑ ҫынни, ЭС, мӑнтарӑн, нихӑҫан та кураймастӑн ун пек пысӑк чыса! Шел сана! Пидӗ шел! Ха-ха!
Валери ТУРКАЙ, Чӑваш халӑх поэчӗ, лаурет т.ыт. те
89278554480
Вулакан // 3587.9.9687
2024.02.05 21:43
Туркай юлташ,шаннӑ ҫынни пулса республикӑшӑн мӗн туса патӑн.
Валери Туркай // 3422.44.8782
2024.02.14 15:55
Сана ҫӗнӗ пушмак туянса патӑм. Эс спаҫҫипӑ та темерӗн, пархатарсар этемкке.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем