Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп суйлав комиссийӗн Евгений Шевченко пайташӗпе тӗлпулу ирттернӗ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн страницинче суйлав участокӗсене паллӑ ентешсен ячӗсене парасси пирки пӗлтернӗ. Шупашкарти Ленин районӗнчи пӗр участок Василий Чапаев ячӗллӗ пулса тӑма пултарать, Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнчи тепӗр суйлав участокӗ вара Андриан Николаев ячӗпе хисепленсе тӑма пултарӗ.
Олег Алексеевич ҫавӑн пекех тепӗр виҫӗ суйлав участокне Раҫҫей Паттӑрӗсен ятне пама сӗннӗ.
Суйлав участокӗсене вӑл е ку ят парасси 2011 ҫулта пуҫланнӑ. Ун чухне Патшалӑх Думине депутатсене суйланӑ май Тула облаҫӗнчи 60 ытла участока ятсем парса тухнӑ, вӗсем «Лев Толстой», «Куликово уйӗ», «Варяг» тата ытти ятсене йышӑннӑ.