2023 ҫул ӑшӑ та типӗ килчӗ. Сывлӑш температури климат норминчен 0,9 градус ӑшӑрах пулнӑ. Юрпа ҫумӑр 10 процент сахалрах ӳкнӗ.
2024 ҫул, ахӑртнех, сивӗрех тата нӳрӗрех пулӗ. Кашни уйӑха илес тӗк, ҫанталӑк мӗнле пулассине калама хӗн.
Синопиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач вӗҫӗччен сивӗ те юрлӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫуркунне типӗ килмелле. Ака уйӑхӗнче кӑна нӳрӗк нумай пулӗ.
Ҫулла ӑшӑ та ҫумӑрлӑ ҫанталӑк черетленӗ. Ҫӗртме вӗҫӗ-утӑ пуҫламӑшӗ - чи шӑрӑх тапхӑр.
Кӗркунне типӗ те ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланӗ. Юпа уйӑхӗнче ҫумӑрсем пуҫланӗҫ, йӗпе юрпа хутӑшла та ҫӑвӗ. Хӗл вара ахаль чухнехинчен каярах, раштав варринче, лармалла.